5264 | «Тет, тет» Мускавра чӑхпа автан сунӑ тет, хӑймине креплепе пуҫтарнӑ тет, сӗтне ҫатан ҫине янӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5263 | «Тет» вӑл авалхи юмахран юлнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5267 | «Тет» Мускавра тет, майри чӑх сӑвать тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5268 | «Тет» Мускавра тет, Мускавра чӑх сӑваҫҫӗ тет, сӗтне алапа йӑтаҫҫӗ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5269 | «Тет» сӑмах пуҫа янӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5270 | «Тет» сӑмах суя тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5271 | «Тет» сӑмах хыҫҫӑн ҫын вилнӗ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5272 | «Тет» сӑмахӑн теҫетки те ҫур пус тӑмасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5274 | «Тет» ҫине ҫерҫи те лармаҫ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5275 | «Тет» ҫине таянма хушман тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5276 | «Тет» ҫине тетте шӑтса тухнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5278 | «Тет» тетел пек, ҫисе пӑхсан кӗсел пек. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5279 | «Тет» тӗлне пулӑ лекмен тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5280 | «Тет» хулинче телей сутаҫҫӗ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5281 | «Тет» хуҫин ҫӑварӗ чалӑш тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5282 | «Тет» хӳрине тытма ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5283 | «Тет» хыҫне кулак пытанса юлать тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5284 | «Тет» хыҫҫӑн ҫӳрекен суккӑр пулнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5285 | «Тет» хыҫҫӑн ҫӳрекен телейсӗр тӑрса юлнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5286 | «Тет» хыҫҫӑн ҫӳремест. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5287 | «Тет» хыҫҫӑн тетел йӑтса чупмаҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5288 | «Тет» хыҫҫӑн шыва сикнӗ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5265 | «Тетӗн» кӗсри ула тет, «тет» сӑмах суеҫ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5289 | «Тетӗн» кӗсри ула тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5266 | «Тетӗн» лаши анаталла туртмасть тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5290 | «Тетӗн» лаши симӗс. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5291 | «Тетӗн» хӳри вӑрӑм тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5292 | «Тетӗн» хӳри кӗске тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5293 | «Тетӗн» хӳри кукӑр тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5296 | «Тетпе» «тет» тӗл пулнӑ тет те, иккӗшӗ те шыва путнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5294 | «Тетпе» ан сӑмахла. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5295 | «Тетпе» пӗрле терт ҫӳрет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5297 | «Тетсене» ӗненекен Нехват шыва кайса вилнӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5298 | «Тетсӗр» юмах ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5273 | «Тст» сӑмахӑн чӑнни ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
5277 | «Тст» тени тетте пек. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4976 | Ал-ура — ӗҫлеме, ик хӑлха — итлеме, пӗр чӗлхе — пуплеме. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4977 | Алӑсене ҫыхма пулать, чӗлхене ҫыхаймастӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4978 | Ан шарла, аш парӑп; чӑт, чӑкӑт парӑп. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4979 | Ан шарла, вырӑс пор. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4980 | Ан шарла: мачча ҫурӑк, хӑлха шӑтӑк. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4981 | Ан шарла: тутар пур, вырӑс пур. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4982 | Ана мӑянсӑр мар, сӑмах суясӑр мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4983 | Армути чӗлхеллӗ мар, пыл чӗлхеллӗ пул теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4984 | Ашшӗ сӑмахне итлекен ҫука юлмасть теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4985 | Ӑслӑ ҫыннӑн ӗҫ нумай, ухмахӑн сӑмах нумай. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4986 | Ӑсна хун ӑшӑнта тыт, каласси виҫ сӑмах пулсан пӗрне кала тенӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4987 | Ӑҫта илтнӗ, ҫавӑнта юлтӑр теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4988 | Ӑшӑ сӑмах ӑшаланӑ ашран та тутлӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
4989 | Ӑшӑ сӑмах ҫемҫе кукӑльтен лайӑх. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |